Нумаях пулмасть республикӑн Суту-илӳпе промышленноҫ палатинче Китайри Сычуань провинцийӗн элчисемпе контакт биржи ирттернӗ. Ку вӑл паллашмалла курнӑҫу тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Унта строительство тата ял хуҫалӑх отраслӗсене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Республикин элчисен шутӗнче тӗлпулӑва «Промприбор» корпораци, «Ӑнӑҫу» строительство компанийӗ, «Строитель картишӗ», «Автодорсервис», «СМУ-58» тулли мар яваплӑ обществӑсем, «Шупашкарти автокомпонентсен савучӗ» акционерсен уҫӑ обществи, ял хуҫалӑхӗпе аппаланакан уйрӑм усламҫӑсем тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем хутшӑннӑ.
Енсем килӗштерсе ӗҫлемелли майсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗринпе паллашнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче виҫӗ ҫул каялла агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен районти канашне йӗркеленӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Федоров ертсе пырать.
Ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсемпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов тӑтӑшах тӗл пулнине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май Сергей Геннадьевич хисеплӗ ватӑсемпе курнӑҫнӑ. Хисеплӗ ватӑсене ҫамрӑк пуҫлӑх Тав хучӗсемпе чысланӑ. Ку хисепе тивӗҫнисем: Николай Андреевич Андреев, Анатолий Стефанович Анисимов, Анатолий Васильевич Баннов, Василий Иванович Басов, Владимир Степанович Михайлов, Лев Дмитриевич Михайлов, Игорь Емельянович Никифоров, Зоя Пантелеймоновна Спиридонова, Маргарита Филипповна Фадеева, Евгений Федорович Федоров, Александра Сергеевна Федорова, Юрий Егорович Федоров, Виталий Иванович Юрьев, Анатолий Павлович Воронцов.
Сергей Геннадьевич ветерансем умӗнче пуҫ тайнине палӑртнӑ, сывлӑх суннӑ.
Сӑнсем (23)
Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ.
Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1.
Ӗнер Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Сӗт фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул иртекен мериоприятие республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ирттерет.
Фестиваль ача-пӑчашӑн та, аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Сӑмахран, ҫынсем 72,5 процентлӑ услам ҫӑва тата 2,5 процентлӑ турӑха ас тивсе пӑхма пултарнӑ.
Мероприятие республикӑри сӗт-ҫу туса илекенсемпе пӗрлех тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Кашни ӗнерен 7 пин килограмм сӗт суса илнӗ дояркӑсене вара Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тав хучӗсем тата сехет парнеленӗ.
Етӗрне районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗ хатӗрлекен аш-какайра листери йышши бактери тупнӑ.
Тутарстанри регионсем хушшинчи ветеринари лабораторийӗн специалисчӗсем Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ярса панӑ ӗне ашне тӗрӗсленӗ. Лаборатори тӗпчевӗ какайра, «Родина» ял хуҫалӑх предприятийӗ хатӗрлекенскерте, сывлӑхшӑн сиенлӗ листери бактери тупнине ҫирӗплетнӗ.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ку бактерисем инфекци чирне — листериоза — пуҫараҫҫӗ. Ку ҫыншӑн та, чӗрчуншӑн та хӑрушӑ. Листериозпа ытларах сурӑхсем, мӑйракаллӑ шултра выльӑх, сыснасем, лашасем, кроликсем, чӑхсем, кӑвакалсем, кӑрккасем чирлеме пултараҫҫӗ.
Листери бактери предприятире дезинфекцилемелли материалсем ҫукран е урая шӑши таврашӗ тасамарлатнӑран ӗрчеме пултарнӑ.
Эрне кун Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленипе журналистсем валли пресс-тур йӗркеленӗ. Ял хуҫалӑх темипе ҫыракан журналистсем валли йыхравланӑ мероприятие Вӑрнар районӗнче йӗркеленӗ. Республика шайӗнчи пичет, теле- тата радиокӑларӑмсенче тӑрӑшакансемпе пӗрлех район хаҫачӗсенче ӗҫлекенсене те пухнӑ.
Журналистсем асӑннӑ районти сӗт-ҫу савутӗнче пулнӑ, унти производствӑпа, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашнӑ. Кайран ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.
Мероприятие харӑсах икӗ министр хутшӑннӑ: ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата информаци политикин министрӗ Валентина Андреева.
Ял хуҫалӑхӗпе ҫыракансене аграри ведомствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Сӑнсем (29)
Авӑнӑн 14-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӑмпал ялӗнче халӑх ыйтнипе «Ҫутҫанталӑк парнисем» конкурс иртнӗ. Ҫынсем мӗн кӑна ӑсталаман-ши!
З.Петрова тӑрӑхла кавӑнран ваза тунӑ. С.Семенов та, Шупашкартан ашшӗ-амӑшне курма килнӗскер, айккинче юлман, ыттисемпе тан конкура хутшӑннӑ. Вӑл купӑста пуҫӗнчен юмахри Йӑвачана ӑсталанӑ. Кӑҫал вӗсем тухӑҫлӑ пахча ҫимӗҫ туса илнӗ. Уявра вӑл ентешӗсене хӗл валли тӑварланӑ салатсемпе хӑналанӑ.
А.Петрова «Манӑн пахча» макета усӑ ҫинче йӑтса килнӗ. Унта темӗн те пӗр пулнӑ.
«Кӗрхи ҫыхӑ» конкурса чылаййӑн хутшӑннӑ. И.Ефимова, Д.Владимирова, А.Петрова, В.Зайцева, З.Александрова хӗрлӗ тата хура пилешрен хатӗрленӗ ҫыхӑсемпе тӗлӗнтернӗ. М.Сергеева тӑрӑхла кавӑнран тата шӑна кӑмпин шлепкинчен юмахри Старик-боровичока ӑсталанӑ.
Сӑнсем (20)
Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Мускаври Семенов тӳремӗнче чӑваш ял хуҫалӑх производителӗсен продукцийӗсен ярмӑркки уҫӑлнӑ. Унта Чӑвашри агрофирмӑсем, хресчен фермер хуҫалӑхӗсем хӑйсен апат-ҫимӗҫне кӑларнӑ. Пӗр эрнере Мускавра пурӑнакансем чӑваш пылне, кӑвасне, ҫӑкӑрне тутанма, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ туянма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин шатерӗ таҫтанах курӑнать. Ярмӑрккӑ хӑнисене республикӑри ушкӑнсем юрӑпа кӗтсе илеҫҫӗ. Унта Шупашкар, Ҫӗрпӳ районӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитнӗ.
Чӑваш ҫимӗҫне кӑларакан предприяти пайташӗсем ярмӑрккӑна килнӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш квасӗпе кӗтсе илнӗ. Чӑваш Ен мускавсене хӑналама, тӗлӗнтерме яланах хапӑл. Ярмӑрккӑра сувенирсем, ҫӑматӑсем та пулнӑ.
Шӑрттана уйрӑмах кӑмӑлланӑ. Ӑна пӗрремӗш кухинех илсе пӗтернӗ. РФ Преиденчӗ ҫумӗнчи Чаваш Республикин тулли праваллӑ пайташӗ Леонид Волков ҫын организмӗшӗн хамӑр ӳстернӗ пахча ҫимӗҫ усӑллине аса илтернӗ.
Авӑнӑн 11-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай тата Патӑрьел районӗсенче пушар алхаснӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче лаҫ ҫунса кайнӑ. Ку ирхи 9 сехет иртсен пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар кӑмакана пӑхмасӑр хӑварнӑран тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтерсе ӑна кирпӗч ҫурт ҫине куҫма май паман.
Ҫак кунах Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ял хаҫалӑх предприятийӗнче 50 тонна улӑм ҫунса кӗлленнӗ. Пушар ачасем шӑрпӑкпа алхаснӑран тухма пултарнӑ. Ҫулӑм тухиччен вӗсене ҫав купа патӗнче курнӑ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсем тата хресчен фермер хуҫалӑхӗсем уяр тӑракан кашни кунпа усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Элӗк районӗнче 7763 гектар ҫинчи тырра вырса кӗртнӗ. Ку 83,3% танлашать. Аграрисем пӗтӗмпе 17078 тонна тырӑ пухса кӗртнӗ.
Районти Ульянов ячӗллӗ ЯХПК, «Агромир» тулли мар яваплӑ общество, Ю.Никифоров, С.Терентьев фермер хуҫалӑхӗсем ӗҫсене вӗҫленӗ ӗнтӗ.
Элӗк районӗнче 86 гектар ҫинчи ҫӗрулмине пухса кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех кӗрхисене акмашкӑн анасене хатӗрлеҫҫӗ. 1650 гектар акнӑ ӗнтӗ. Ку палӑртнин 48,5%.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |